Ҫӗрпӳ районӗнчи тухтӑрсем утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Арҫынна вӗлле хурчӗ сӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял ҫынни тӑн ҫухатнӑ. Ун патне, юрать, вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини пырса ҫитнӗ.
Анафилакси шокӗ пулнӑ этем тухтӑрсем пырса ҫитнӗ ҫӗре сывлама пӑрахса ӗлкӗреймен, юн тымарӗсем те ҫывӑрса каяйман. Шурӑ халатлисем ятарлӑ катетер лартса гормонсем янӑ, кислородпа сывлаттарма тытӑннӑ, унтан тӗрлӗ эмел шӗвекӗ тумлатма пуҫланӑ. Юн пусӑмӗ 90/55-е хӑпарса ҫитсен сывлӑш ҫулне уҫса ярса аллергирен препаратсем янӑ.
Ҫапла вара Дина Никитина фельдшерпа Раиса Иванова медсестра ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.
Чӑваш Енри пыл хурчӗсене почтӑпа Челепине ӑсатнӑ. EMS посылка ҫине «Осторожно! Живые пчелы! Не переворачивать, на солнце не держать» (чӑв. Асӑрханӑр! Чӗрӗ вӗлле хурчӗсем! Ҫавӑрма юрамасть, хӗвел ҫинче тытмалла мар) тесе ҫырса хунӑ. Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсене Александр Кислых фермер ӑсатнӑ.
«Хурт амипе пӗрлех ытти хурт та кирлӗ. Ӗҫ хурчӗсем типӗ апата ҫиеҫҫӗ, вӗсем ама сӗчӗ кӑлараҫҫӗ. Унпа хурт амине тӑрантараҫҫӗ», – ӑнлантарнӑ почтӑра Александр Кислых фермер.
Чӑваш Енри вӗлле хурчӗсене почтӑпа пӗрре кӑна мар ӑсатаҫҫӗ иккен. Ятарлӑ контейнерсенче каяҫҫӗ вӗсем. Чӑваш Енри вӗлле хурчӗсене почтӑпа маларах Питӗре тата Солнечногорска ӑсатнӑ. Ветеринари свидетельствине те пӗрле хураҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакансем пахчара лӑпкӑ ӗҫлеймеҫҫӗ. Вӗсене вӗлле хурчӗсем канӑҫ памаҫҫӗ.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсем питӗ усал. Пахчара ӗҫленӗ чухне вӗсем вӗҫсе пыраҫҫӗ, тарма хӑтлансан хыҫран пыраҫҫӗ. Пӗр ҫынна нумай хутчен сӑхнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Унта ӑна укол тунӑ.
Ялта вӗлле хурчӗ ӑнсӑртран нумайланнӑ. Пӗр ҫын вӗллесем вырнаҫтарнӑ, таҫтан хуртсем илсе килнӗ. Халӗ ялти лару-тӑрӑва вырӑнти администраци тӗрӗслесе тӑрать. Хуҫипе калаҫнӑ. Лешӗ, тен, ҫитес вӑхӑтра 2 метр ҫӳллӗш карта тытӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫӳлерех вӗҫӗҫ, ҫынна ытлах тапӑнмӗҫ.
75 ҫулти старикӗн кӳршине пула вӗлле хурчӗсемсӗр тӑрса юлма тивнӗ. Хӗрарӑм судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ пахчара ватӑскер вӗлле хурчӗсене саккунсӑр майпа лартнӑ.
Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ӑна вӗллесене пуҫтарса хума пӗрре мар каланӑ. Анчах 75 ҫулти арҫын ҫакна хӑлхана чикмен. Хӗрарӑма вӗсем пахчара ӗҫлеме, канма чӑрмантарнӑ-мӗн.
Улатӑр район хӗрарӑмӗ питӗнчен вӗлле хурчӗ сӑхсан чӑтайман курӑнать — суда кайса ыйту ҫырнӑ. Суд вара арҫынна вӗллесене пуҫтарттарма йышӑннӑ.
Суд приставӗ арҫынна йышӑнӑва пурнӑҫламасан 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересси пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын ҫакна кӗттермен, вӗллесене пуҫтарнӑ.
Калӑн, пӗчӗк кӑна кӑпшанкӑ. Ҫук вӗт, ним мар ҫынна вӗлернӗ. Инкекӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. 45-ри арҫын квас ӗҫнӗ чух ӑна ҫыртнӑ. Вӗлле хурчӗ квас куркине лекнӗ. Арҫын ҫавна асӑрхамасӑр шӗвеке пӗрех ҫавӑрса хунӑ.
Ҫӑвара тем сӑхнине ӑнлансан арҫын кваса сурса пӑрахнӑ. Сурчӑкпа вӗлле хурчӗ тухнӑ. Темиҫе минутран арҫын хӑрлатма тата чыхӑнма пуҫланӑ. Ҫавна курнӑ ҫынсем часрах васкавлӑ пулӑшу машини чӗннӗ. Те тухтӑрсене кӗтсе илесси пулмасть тесе вӗсем ӑна ахаль машинӑпа шурӑ халатлисем патне илсе кайма тухнӑ. Тухтӑрсен машини вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын вилсе кайнӑ.
Нумаях пулмасть Калуга облаҫӗнче «Этнотӗнчери вӗлле хурчӗсен тӗнчи» курав тата «Хальхи вӑхӑтра вӗлле хурчӗсем ӗрчетесси тата тӗл пулакан йывӑрлӑхсене татасси» тӗнчери ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль ҫӗршывӗсенчен тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӑсчахсем, утарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. «Конференцие Чӑваш Республикинчен 4 ҫын хутшӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Патӑрьел районӗнчи Н. Пирожков зоотехник-утарҫӑ вырӑнти район хаҫатне.
Италинчен килнӗ ученӑй-утарҫӑ, сӑмахран, пыл ҫӗнӗлле илес енӗпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ иккен. Вӗлле хурчӗ тытакансене кирлӗ оборудованисемпе, насоссемпе, кӑрчама хатӗрлекен аппаратпа тата ытти нумай япаласемпе паллаштарнӑ. Казахстанра, ав, утарҫӑсене патшалӑх процентсӑр кредит парать, утарсем йӗркелеме вырӑнсем уйӑрса пулӑшать-мӗн. Вӗлле хурчӗсене сиплеме епле препаратсемпе усӑ курние те паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |